Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Астăвăм
6 Нарӑсӑн , 18:35

Каçар мана, таса кăмăллă ĕçтешĕм

Ăна республикăри кашни ял-хуларах пĕлмен пулсан та чăваш тĕнчин нуши-терчĕпе пурăнакансем унпа çывăхрах пулма тăрăшатчĕç. Уйрăмах çакна эпĕ 1990 çулсен вĕçĕнче 2000 çул пуçламăшĕнче асăрханă.

Каçар мана, таса кăмăллă ĕçтешĕм
Каçар мана, таса кăмăллă ĕçтешĕм

 Иван Тарасов журналист тесен унпа тĕл пулса калаçманнисем те «çав Ĕпхÿре «Тивлет» телекăларăма эфира кăларакани пулĕ-ха» тетчĕç. Икĕ эрнере пĕрре тухакан телекăларăма Пушкăртстан чăвашĕсем чăтăмсăр кĕтетчĕç. Çав вăхăтрах  вăл «Урал сасси» хаçат (ăна йĕркелекенисенчен пĕри пулнă) тухма пуçланăранпах çыхăнăва татман, çирĕм пилĕк çул ытла Ĕпхÿ хулинче хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ пулса ĕçлерĕ. Унăн çивĕч калемĕ миçе тарăн шухăшлă, вулакана кăсăклантаракан тата шурăпа хурана уйăрма вĕрентекен материалсем çырман-ши? Чăвашлăх ыйтăвĕ вара кирек хăçан та малти вырăнта тăнă.

Ăслăлăх ĕçĕ Иван Тарасовшăн уйрăм тĕнче пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. Çĕннине шырасси, иртнине тĕпчесси, вĕсемпе кулленхи пурнăçра усă курасси уншăн киленĕве çаврăннă пулăм шутланнă. Ăна яланах историре пулса иртнĕ фактсем кăсăклантарнă, шухăша янă. Çавăнпа та унăн кĕнекисем документаллă статьясемпе калăпланнă. Акă, манăн алăра  Мускав хулинче 2019 çулта пичетленнĕ «Знатоки родного края» пĕлÿ çăлкуçĕ. Ăна автор этемлĕхĕн ăс-тăн тата пурлăх хаклăхĕсене упракансене халалланă. Кĕнекене 50 ăсчах, тĕпчевçĕ, таврапелÿçĕ ячĕ (çав шутра эпĕ те пур) кĕнĕ. Çак пурлăха мана Иван Григорьевич çулталăк каялла çуралнă кунра парнеленĕччĕ. Унта çапла кĕскен çырнă йĕркесем те пур: «Туса, Юрий Николаевича, сума суса, тав туса» тенĕ. Паян вара вăл маншăн хаклă экспонат шутланать.

Ĕпхÿри Павел Миронов вырсарни шкулне йĕркелесе, ăна аталантарассишĕн мĕн чухлĕ вăй тăкмарĕ-ши Иван Григорьевич? Пуçлăх яланах яваплă, çавăнпа та унран ытларах ыйтаççĕ. Çакна вăл хăй тата унăн çемйи çеç пĕлнĕ. Анчах та тăрăшни сая кайман, шкул яланах вĕрентÿ программине ăнăçлă пурнăçланисĕр пуçне тĕрлĕ ăмăртусемпе конференцисенче, культура мероприятийĕсенче малта пычĕ. Малашне те çаплах пуласса шанатпăр.

Паян вара пирĕн хисеплĕ те сумлă Иван Григорьевич 65 çул тултармаллаччĕ, унпа тата тус-юлташсемпе пĕрле юбилей кĕрекинче лармаллаччĕ, анчах та иртнĕ çул илемлĕ çу кунĕсенче усал чир ăна пиртен вăхăтсăр уйăрса кайрĕ. Питĕ те шел. Пирĕн, сыввисен, вара малаллах ăнтăлмалла, пĕр шухăшлă ĕçтешсем туса пĕтерейменине вĕçне çитермелле, çĕннине кÿлĕнмелле. Хам енчен вара çакна хушса каласшăн, мухтав Турра - пурнăçра вăл мана çакăн пек шанчăклă та таса кăмăллă  ĕçтеш парнеленĕшĕн. Тем тесен те эпир унпа 30 çул ытла пĕрле ĕçлерĕмĕр. Ĕçре вăл тĕрлĕрен пулать, енчен те кÿрентернĕ пулсан каçар мана, юлташăм.

Юрий МИХАЙЛОВ, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ.

Каçар мана, таса кăмăллă ĕçтешĕм
Каçар мана, таса кăмăллă ĕçтешĕм
Каçар мана, таса кăмăллă ĕçтешĕм
Каçар мана, таса кăмăллă ĕçтешĕм
Каçар мана, таса кăмăллă ĕçтешĕм
Каçар мана, таса кăмăллă ĕçтешĕм
Каçар мана, таса кăмăллă ĕçтешĕм
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: