Мероприятие ачасем те, ҫитĕннисем те, вăрçă çулĕчченхи ачасем, çав вăхăтри пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттернисем, паттăрлăх кăтартнисем килсе çитнĕ. Ачасен савăнăçлă сăн-пичĕсем лару-тăру лăпкă пулнине çирĕплетнĕ пулсан та сывлăшра хурлăх тăнă. Шăпах вăл çухатусемпе вăрçă йывăрлăхĕсем çинчен аса илтернĕ те.
Мероприяти ертÿçисем Ленинград çыннисен паттăрлăхĕ çинчен, вĕсем чи йывăр самантсенче хăйсене мĕнле тытни, пĕр-пĕрне мĕнле пулăшни çинчен каласа панă. Аслă ÿсĕмрисем ача чухнехи пăшăрханăвĕсемпе шанчăкĕсене аса илнĕ, хăйсен историйĕсене куç умне кăларса тăратнă. Хаяр кунсенче çырнă сăвăсем вара кашни çыннăн чун хĕлĕхĕсене пырса тивнĕ. Кашни сăмах выçă та сивĕ пулнине пăхмасăр мирлĕ пурнăç çинчен ĕмĕтленекен çынсен çирĕплĕхне аса илтернĕ. Шăпах çав самантра вăхăт чарăнса ларнă, кашнийĕ ăру çыхăнăвне туйса илнĕ.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.