Астăвăм
8 Мая 2025, 12:35

Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç

Паян, март уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Элшей районĕнчи Ярапай ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă вун тăхăр паттăра тата тыл ĕçченĕсене асра тытса Асăну палăкĕ уçрĕç.

Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕçЯрапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç
Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç

Аслă çĕнтерÿ кунĕ умĕн иртнĕ уяв церемонине çак ялта пурăнакансемпе унта çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсем, сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Пухăннă халăха район администрации пуçлăхĕн çумĕ Наиль Хайруддинов, Акçун ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Дмитрий Сидоров, «Боевое братство» Пĕтĕм Раççейри организацин Пелепей районĕнчи уйрăмĕн тата Пограничниксен пĕрлĕхĕн ертÿçисем Рим Багмановпа Алексей Кудрявцев саламларĕç. Уяв программине Кайраклăри клуб çумĕнчи «Пилеш» ансамбль тата уйрăм юрăçсем илем кÿчĕç.

Тĕплĕнрех «Урал сассин» 20№ вуласа пĕлме пулĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç
Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç
Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç
Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç
Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç
Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç
Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç
Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç
Ярапайĕнче çĕнĕ палăк уçрĕç
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас