

Чаплă та сăваплă церемоние Пушкăртстант Пуçлăхĕ Радий Хабиров, Раççей Паттăрĕн ашшĕпе амăшĕ Владимирпа Алина Серафимовсем, Максимăн çарти тусĕсем, ветеран-десантниксем хутшăннă.
Республика пуçлăхĕ Максим Серафимовăн пурнăçĕ хăюлăх, хăйне хĕрхенменлĕх тата тивĕçе парăннă символ пулса тăнине палăртнă.
«Унăн шăпи, паттăрлăхĕ çинчен пĕлсен эпĕ питĕ те тĕлĕннĕччĕ. Кăтартуллă, хитре, ăслă, чăн-чăн çар çынни. Вăл хăйĕн паттăрлăхĕпе юлташĕсене вилĕмрен çăлса хăварнă. Эпир пĕр иккĕленсе тăмасăр «Патриот» парка Максиф Серафимов ятне пама шутларăмăр. Паян вара унăн палăкне уçатпăр. Çакăнта çар хатĕрленĕвĕсем иртекен арçын ачасем ăна курччĕр тата пĕлччĕр, унран тĕслĕх илччĕр, Максим пек пулма тăрашччĕр. Пирĕн çакна курас килет», - тенĕ Радий Хабиров Паттăрăн ашшĕ-амăшне ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тунă май. Çавăн пекех вăл Тăван çĕршывшăн пуçне хунă кашни салтак, офицер астăвăмра упранасса пĕлтернĕ.
Митингра Раççей Геройĕн ашшĕ Владимир Серафимов тата унпа пĕрле хĕсметре тăнă Радиф Хамзин тухса калаçнă. Палăка уçнă хыççăн церемоние хутшăнакансем Максим Серафимов Паттăра асра тытса палăк умне чечексем хунă.
Юрий СНЕГОПАД.