Урал сасси
+3 °С
Облачно
Астăвăм
15 Октября 2025, 11:15

Олег Мустаева асра тытса виççĕмĕш хут турнир иртнĕ

 Октябрӗн 12-мӗшӗнче Тутарстанри Пӑва хулинче Олег Мустаева асӑнса виҫҫӗмӗш хут Регионсем хушшинчи сӗтел ҫи теннис турнирӗ иртнӗ. Унта пурĕ Тутарстан Республикинчи, Ульяновск тата Киров облаçĕсенчи 12 спортсмен хутшăннă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Олег Мустаева асра тытса виççĕмĕш хут турнир иртнĕОлег Мустаева асра тытса виççĕмĕш хут турнир иртнĕ
Олег Мустаева асра тытса виççĕмĕш хут турнир иртнĕ

Ӑмӑрту кубокне Ульяновск облаҫӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи, Чӑнлӑ район администрацин пуҫлӑхӗ Владимир Бабайкин ҫӗнсе илнӗ. Ытти спортсменсем те Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Пурне те саламлатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов