Астăвăм
30 Декабря 2025, 08:30

Виталий Енĕш çыравçă пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ

2025 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче паллă çыраçă, РФ тата ЧР Профессиллĕ писательсен союзĕн пайташĕ, тĕн кĕнекисене чăвашла куçарассипе  ырми-канми ĕçленĕ, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвне йĕркелекенсенчен пĕри, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Фатых Карим премийĕн лауреачĕ Виталий Енĕш (Виталий Григорьевич Григорьев) чĕри тапма чарăннă.

Виталий Енĕш çыравçă пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕВиталий Енĕш çыравçă пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ
Виталий Енĕш çыравçă пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ

Виталий Григорьев (Енĕш)  1941 çулхи октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енри Канаш районне кĕрекен  Пратькас Енĕш ялĕнче çуралнă. Ямашри вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн, 1960 çулта Совет Çарне  кайиччен, ялта ĕçленĕ. Салтакран таврăнсан, 1964-1965 çулсенче, Пушкăртстан Республикинчи Стерлитамак хулинче токарьте, слесарьте вăй хунă. Кайран (1970 çулччен) Авăркас районĕнче чăвашла тухса тăракан «Çĕршыв çулĕ» хаçатра куçаруçăра ĕçлене.

Унăн хайлавĕсем Шупашкарти кăларăмсенче аллăмĕш çулсен вĕçĕнчех кун çути курма тытăннă. 1970 çулта ăна Шупашкара «Капкăн» журнала ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Унта вăл малтан пай пуçлăхĕнче, каярахпа яваплă секретарьте, редактор çумĕнче ĕçленĕ, каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлӳ илнĕ. 1979-1981 çулсенче А.М.Горький ячĕллĕ Литература институчĕ çумĕнчи литературăн аслă курсĕсенче вĕреннĕ, ун хыççăн Чăваш писателĕсен союзĕн консультантĕнче, СССР Литература фончĕн Чăваш Ен директорĕнче ĕçленĕ. 1989 çултанпа профессиллĕ çыравçă ĕçĕпе пурăннă, 1994-1997 çулсенче Пушкăртстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçат редакцинче вăй хунă.

Виталий Григорьевич  1978 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ. Вăл пĕтĕмпе 19 кĕнеке кăларнă. Ун кĕнекисенчен хăш-пĕри вырăсла, украинла, пушкăртла кун çути курнă, уйрăм сăвви-калавĕсем вуншар халăх чĕлхипе пичетленнĕ.

Юлашки çулренче çыравçă ытларах куçару ĕçĕпе пурăннă. Вăл нумай халăх çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарса кăларнă. Чăвашпа пушкăрт литературисем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетессишĕн тăрăшнăшăн ăна Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тата Фатих Карим ячĕллĕ литература премине панă.

Витапий Енĕш Чăн тĕн кĕнекисене чăвашла куçарса кăларассипе те тăрăшнă.

Виталий Григорьевич пирĕншĕн аслă та ăслă юлташ, канаш паракан шанчăклă çынччĕ. Унăн ырă та пархатарлă ĕçĕсене асăнса пĕтерме те май çук. Питĕ шел, эсир пиртен уйрăлса кайни пысăк çухату. Эсир тунă ĕçсем, сирĕн çутă сăнарăр ĕмер-ĕмĕр упранĕç. Лăпка çывăр, хаклă юлташăмăр. Йывăр тăпру çăмăл пултăр. Аминь.

Юлташĕсен ушкăнĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас