Астăвăм
8 Апреля , 11:00

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Раççей Паттăрне Тамерлан Ильгамова хисеплесе асăннă

Ĕнер, апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Аскарово салинче Радий Хабиров Раççей Геройĕн Тамерлан Ильгамовăн бюсчĕ умне чĕрĕ чечексем хунă. Çак палăка ятарлă çар операцинче вилнĕ паттăра халалласа Абзелил район çыннисем 2025 çулхи октябрь уйăхĕнче уçнă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Раççей Паттăрне Тамерлан Ильгамова хисеплесе асăннăПушкăртстан Пуçлăхĕ Раççей Паттăрне Тамерлан Ильгамова хисеплесе асăннă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Раççей Паттăрне Тамерлан Ильгамова хисеплесе асăннă

Аса илтеретпĕр, 2022 çулхи июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Тамерлан Ильгамов гварди прапорщик ертсе пыракан ракетăпа артиллери батарейин зенит расчечĕ сывлăшран хÿтĕлеме дежурствăна тăнă. Сывлăш разведки ирттернĕ чухне вĕсен подразделенийĕ ракетăсенчен хÿтĕленсе çапăçăва кĕнĕ. Çар çыннин ăсталăхне пула тата вăл ертсе пынипе вĕсем тăшманăн 9 ракетине персе антарнă. Çав вăхăтрах гварди прапорщик вут-çулăм хăватне хăй çине илнĕ, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Мĕнпур боекомплекта персе пĕтерсен Тамерлан Ильгамов позицине улăштарма шутланă, анчах та çак вăхăтра зенитка комплексне тăшманăн икĕ ракети лекнĕ. Прапорщик хăйĕн çарти юлташĕсемпе пĕрле паттăрсен вилĕмепе вилнĕ, çав вăхăтрах подразделенинчи ытти салтаксен пурнăçĕсене çăлса хăварма пултарнă. Пушкăртстан паттăрне 2022 çулхи июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Абзелил районĕнчи тăван Аскарово ялĕнче пытарнă.

Çар тивĕçне пурнăçланă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Тамерлан Ильгамов вилнĕ хыççăн Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ. 2022 çулхи август уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров паттăрăн Ылтăн Çăлтăрне унăн ашшĕ-амăшне панă. 2023 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Радий Хабиров Аскарово салинчи Тамерлан Ильгамов ячĕллĕ гимназинче пулнă, паттăрăн асăну хăмине уçнă церемоние хутшăннă. Тамерлан Ильгамов ячĕпе Аскаровăра урам та пур, гимназисĕр пуçне Сибайри институтăн çурчĕ çинче те асăну хăми вырнаçтарнă. Çавăн пекех гварди прапорщикăн  пурнăçĕпе паттăрлăхĕ çинчен «Герои. Ключи от неба Тамерлана Ильгамова» документаллă фильм ÿкернĕ. Тамерлан Ильгамов ячĕпе аякри вĕçев обьекчĕсене тупса палăртакан радар та пур. Ăна А.А.Расплетин академик ячĕллĕ  «Алмаз» наукăпа производство пĕрлешĕвĕнче туса кăларнă. «Раççей почти» АО Паттăр портречĕпе марка кăларнине те палăртса хăвармалла.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Раççей Паттăрне Тамерлан Ильгамова хисеплесе асăннă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Раççей Паттăрне Тамерлан Ильгамова хисеплесе асăннă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас