

Ĕпхÿре пĕр урам ятне Раççейри либерал демократсен партийĕн (ЛДПР) ертÿçи пулнă Владимир Жиририновский ятне парассипе сасăлав иртнĕ. Пурĕ ыйтăма 2761 çын хутшăннă, вĕсенчен 59 проценчĕ Владимир Вольфовичăн ятне асра тытмалла тесе пуçарăва ырланă.
Хула мэри администрацийĕ ыйтăм кăтартăвĕсене пăхса тухса пĕтĕмлетÿ туни тата вĕсене Ĕпхÿ хула Канашне ярса панине пĕлтернĕ.
«Март уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 1-мĕшĕччен Ленин тата Дема районĕсенчи пĕр урама Владимир Жириновски ятне парассипе ятарлă платформа çинче сĕнÿсем пухнă. Çак ыйтăва çывăх вăхăтра хула депутачĕсем татса парĕç», - ăнлантарса панă мэри пресс-службинче.
Çĕнĕ урам Ленин тата Дема районĕсем чикĕленнĕ вырăнта пулмалла, вăл хулари транспорт тытăмне çыхăнтармалли çул пулса тăрĕ.
Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла, кăçалхи апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче Владимир Жириновский 80 çул тултарать. Паллă политикăн юбилейне халалланă мероприятисем Раççей шайĕнче иртĕç. Çав шутра Пушкăртстанра та. Çак тĕлĕшпе республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров ятарлă хушу кăларнă. Унта йĕркелÿ комитетне çирĕплетнĕ, унăн йышне (ПР Патшалăх Пухăвĕн -Курултайăн председателĕ Константин Толкачев, республикăри Курултай, ПР Пуçлăхĕн управлени представителĕсем, Пичет агентствипе массăла информаци хатĕрĕсен, Культура министерствин ĕçченĕсем кĕнĕ) палăртнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.