

Ĕпхÿри Совет лапамĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Раççей Паттăрĕ, Минигали Шаймуратов генерал-майор палăкĕ умне чечексем хурассипе церемони йĕркеленĕ. Çапла майпа Тăван çершывшăн пуçĕсене хунă 112-мĕш Пушкăрт дивизийĕн тата ытти патттăрĕсене сума суса пуç тайнă.
Паттăрсен вилĕмĕпе вилнисене асра тытса шăплăх минучĕ иртнĕ.
Журналистсемпе калаçнă май Радий Хабиров çакна палăртнă: «Пирĕн республикăра пурăнакансем яланах тăшманпа чыслăн çапăçнă, çавăнпа та пирĕн вĕсен паттăрлăхне асра тытмалла. Пушкăртстанра 58 фронтовик, 98 пин вăрçă ачи пурăнать. Çавăн пекех Афганистари тата Чечен Республикинчи çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсем пур. Малашне ятарлă çар операцин ветеранĕсем пулĕç. Пирĕн тĕп тĕллев вĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшасси, тивĕçлĕ тимлĕх уйăрасси пулса тăрать».
Юрий СНЕГОПАД.