Урал сасси
+15 °С
Облачно
Астăвăм
27 Мая , 06:00

Пишкайăнсем СВО паттăрĕсене халалласа хыр йывăççисен аллейине хывнă

Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Пишкайăн ялĕнче чун-чĕрене хумхантаракан пулăм пулса иртнĕ. Шăпах çав кунхине Пишкайăн шкулĕн выпускникĕсене, ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисене халалласа  Асăну аллейи уçнă. Меороприятие Пишкайăн ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Владимир Евстафьев, ятарлă çар операцинче вилнĕ паттăрсен çемье пайташĕсем хутшăннă.

Пишкайăнсем СВО паттăрĕсене халалласа хыр йывăççисен аллейине хывнăПишкайăнсем СВО паттăрĕсене халалласа хыр йывăççисен аллейине хывнă
Пишкайăнсем СВО паттăрĕсене халалласа хыр йывăççисен аллейине хывнă

Аллейăна никĕслекенсем, ĕç йĕркелÿçисем СВОра паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă Никита Савельевăн ашшĕ-амăшĕ Владимир Николаевичпа Елена Васильевна шутланаççĕ. Вĕсем асăннă проект урлă ывăлне чунтан юратнине, унăн кĕске те тивĕçлĕ пурнăçне тата паттăрлăхне асра тытнине палăртасшăн пулнă.

Савельевсем хăйсен вăхăтне, вăй-халне, укçи-тенкине шеллемесĕр Авăркас тăрăхĕнчи Белогорский вăрман хуçалăхĕнче 100 тĕп хыр туяннă. Хунавсене лартма шкулта урай çăвакан пулса ĕçлекен Ирина Федоровапа Валентина Ефимова пулăшнă. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Елена Осипова баннер туса панă.  

Асăну аллейи – чĕрĕ палăк, вăл ачасемпе çамрăксен, ял çыннисен чĕрисенчи астăвăмпа пĕрле ÿсĕ. Аллейăна килекен кашни çын Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене, вĕсен паттăрлăхĕпе чысне аса илĕ.   

Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.  

Пишкайăнсем СВО паттăрĕсене халалласа хыр йывăççисен аллейине хывнă
Пишкайăнсем СВО паттăрĕсене халалласа хыр йывăççисен аллейине хывнă
Пишкайăнсем СВО паттăрĕсене халалласа хыр йывăççисен аллейине хывнă
Пишкайăнсем СВО паттăрĕсене халалласа хыр йывăççисен аллейине хывнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас