Урал сасси
+16 °С
Облачно
Астăвăм
3 Сентября , 13:00

Ишимбай стелине çĕнетнĕ

Республикăра Ишимбай хулине кĕнĕ çĕрти стелăна çĕнетнĕ. Çакăн пирки район администраци пуçлăхĕ Азат Ишемгулов пĕлтернĕ тата вăл хула историйĕн пĕр пайĕ пулнине палăртнă.

Ишимбай стелине çĕнетнĕИшимбай стелине çĕнетнĕ
Ишимбай стелине çĕнетнĕ

«Стела малтанхи пекех юлнă, анчах та унăн облицовкине тата ун çинчи сас паллисене çĕнетнĕ. Çав вăхăтрах историллĕ дизайне упраса хăварнă, мĕншĕн тесен Ишимбайра пурăнакан темиçе ăру ăна çакăн пек сăнпа асра тытаççĕ. Юсав ĕçĕсем тунă чухне ытларах çĕр çинчи никĕспе тĕревсене çирĕплетнĕ, тулаш енне ытлашши тĕкĕнмен. Çакăн пек пĕчĕк пайсенче Ишимбай историйĕ упранать. Эпир ăна сыхласа хăварма пултартăмăр», - тенĕ Ишимбай район администраци пуçлăхĕ.

Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул Ишимбай «Ĕç мухтавĕн хули» ята тивĕçнĕччĕ. Çак сумлă ята Тăван çĕршывăн Аслă варçи вăхăтĕнче  кунта пурăнакансем тылра çар тата гражданла продукци туса кăларас ĕçре ырми-канми ĕçленине шута илсе панă. 2027 çулта çак паллă пулăма асра тытса хулара стела лартма палăртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас