+5 °С
Облачно


Район центрĕнчи шкулта Салават Галиаскаров, Ильдар Мухамадьяров, Анатолий Никитин, Владимир Ренгач, Эдуард Алексеев, Азат Кутлугузин, Николай Дунов çĕршыв хÿтĕлевçисем тĕрлĕ çулсенче пĕлÿ илнĕ, малашлăх планĕсене палăртнă. Шел пулин те хаяр вăрçа пула каччăсен пурнăçĕсем ир татăлнă. Вĕсен паттăрла ĕçĕсене паянхи тата пулас ăру яланах асра тытĕ, асăну хăмисем вара иртнине куç умне кăларса тăратма пулăшĕç. Паллах, паттăрсем çамрăксемшĕн патриотизмпа çарти хастарлăх тĕслĕхĕ пулса тăрĕç.
Чыс та мухтав Раççей хÿтĕлевçисене!
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ.