Урал сасси
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Инкек
9 Октябрӗн 2022, 12:00

Крым кĕперĕ урлă поездсем каçса çÿреме пуçланă

Крым кĕперĕ çинчи чугун çула, ĕнер ирхине взрыв пулнă хыççăн, ĕнерех пĕтĕмĕшле хута янă. Енчен те лару-тăру ыйтсан, чугун çулпа хушма пассажир поезчĕсем те çÿреме пуçлĕç. Çакăн çинчен Раççей правительствин вице-премьерĕ Марат Хуснуллин пĕлтернĕ. Вăлах инкеклĕ лару-тăру комиссине ертсе пырать.

Крым кĕперĕ урлă поездсем каçса çÿреме пуçланă
Крым кĕперĕ урлă поездсем каçса çÿреме пуçланă

Çывăх кунсенче çăк турттаракан транспорта Крыма паромпа илсе çитерĕç. Аса илтеретпĕр, çăмăл автомобильсемпе автобуссем маларах кĕпер урлă каçса çÿреме пуçланă.

Çĕршыври терроризма хирĕç кĕрешекен комитет пĕлтернĕ тăрăх, шăмат кун ирхине кĕпер çинче çăк турттаракан автомобиле сирпĕтнĕ, ун хыççăн юнашар чугун çулпа  иртсе пыракан поездăн 7 цистерни çунма пуçланă. Тĕпчевпе тишкерÿ ĕçĕсем пыраççĕ, виçĕ çын вилни паллă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: