Урал сасси
+14 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Инкек
5 Ноябрӗн 2022, 13:35

Костромари кафери пушарта 15 çын вилнĕ

Костромара эрне кунран шăмат куна çĕрле пысăк инкек пулса иртнĕ. Пушара пула «Полигон» кафере 15 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Вилнисен шучĕ пирки Интерфакс инкеклĕ лару-тăру штабĕн (вăл вырăнта ĕçленĕ) информацийĕ çине тайăнса пĕлтернĕ.

Костромари кафери пушарта 15 çын вилнĕ
Костромари кафери пушарта 15 çын вилнĕ

РФ Инкеклĕ лару-тару министерствин Кострома облаçĕнчи управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вут-çулăм 3500 тăваткал метр çинче алхаснă. Пушара сÿнтерме 50 çын хутшăннă тата 20 техника явăçтарнă. Çунакан кафен тăрри ишĕлсе анас хăрушлăх кăларса тăратни пушарниксене ĕçне йывăрлатнă. Çуртран 250 çынна эвакуациленĕ. Тĕтĕм вăйлă пулнипе кÿршĕри çуртри пурăнмалли хваттерсенчи 15 çынна урама илсе тухма тивнĕ.

Ирхине 4сехет те 23 минутра вут-çулăма лăплантарнă, ăна тĕпĕпе сÿнтересси малалла пырать. Инкек пулнă вырăна Кострома облаçĕн губернаторĕ Сергей Ситников килсе çитнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Костромари кафери пушарта 15 çын вилнĕ
Костромари кафери пушарта 15 çын вилнĕ
Костромари кафери пушарта 15 çын вилнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: