Урал сасси
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Инкек
20 Ноябрӗн 2022, 16:45

Сибайра пулăç пăр айне анса кайнă

РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, паян 9.11 сехетре çак пулăма курнă çын хăй шăнкăравланă. Вăл Сибайри Дом кÿллинче арçын пăр айне анса кайнине пĕлтернĕ. Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна çăлавçăсем, медицина ĕçченĕсемпе полицисем килсе çитнĕ.

Сибайра пулăç пăр айне анса кайнă
Сибайра пулăç пăр айне анса кайнă

Тухтăрсем килсе çитиччен инкеке лекнĕ çынна шывран кăларнă, реанимаци ĕçĕсем туса ирттернĕ. Анчах та васкавлă пулăшу паракан медицина ĕçченĕсем килсе çитнĕ çĕре 64 çулхи арçыннăн чĕри тапма чарăннă.

Ведомствăри çăлавçăсем пăр çине вăл 7 сантиметртан хулăнрах пулсан çеç кĕме юранине асăрхаттараççĕ.

- Кÿлĕсемпе пĕвесенче, шыв пĕр вырăнта тăракан вырăнсенче, юхан шывсемпе танлаштарсан, шыв маларах шăнса пăра çаврăнать. Юхан шывсенче шыва шăнма юхăм чăрмантарать. Çÿхе пăр сĕтпе пăтранчăк сăрă тĕслĕ курăнать, вăл шăт-шăтăк пулать. Пĕр вырăнтах пăр хулăнăшĕ тĕрлĕрен пулма пултарать. Унсăр пуçне пĕр пек хулăнăшлă пулсан та унăн çирĕплĕхĕ пĕрешкел мар, - тенĕ инкеклĕ лару-тару министерствинче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: