Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Инкек
8 Декабрӗн 2022, 18:01

Шуратăлта «Газель» пăр айне анса кайнă

Бирск хулинче Шуратăл юхан шыв çинче çăк турттаракан «Газель» пăр айне анса кайнă. Район администраци пуçлăхĕ Антон Талалов пĕлтернĕ тăрăх, автомобиль водителĕ пăртан тунă каçмапа юхан шыв урлă каçма шутланă, анчах та варрине çитсен чутах шыв айне анса кайман.

Шуратăлта «Газель» пăр айне анса кайнă
Шуратăлта «Газель» пăр айне анса кайнă

«Аса илтеретĕп, хальхи вăхăтра Шуратăл урлă каçма пăртан тунă «кĕпер» хатĕрлессипе ĕçсем пыраççĕ. Анчах та çанталăк сивĕ тăнине пăхмасар пăр çирĕп мар, вăл çÿхе. Хисеплĕ автомобилистсем, хăвăра тата пассажирсене упрăр» , - тесе çырнă социаллă сетьсенче Антон Талалов.

Рф Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленийĕ «Газель» водителĕ пăр çине çăк тиенĕ хыççăн пырса кĕнĕ, пăр айне çыранран 7 метрта анса кайнă тесе пĕлтернĕ. Вилнисемпе суранланнисем çук, транспорт хуçи хăй тĕллĕн хăрушсăр вырăна тухма пултарнă. Çавăн пекех ведомствăра пăр каçмана декабрь уйăхĕн иккĕмĕш вунăкунлăхĕнче хута ярассине пĕлтернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: