Урал сасси
+13 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Инкек
11 Нарӑсӑн 2023, 16:55

Турципе Сиринче çĕр чĕтреннине пула вилнисен шучĕ 25 пин ытла çынна çитнĕ

Турцинче çĕр чĕтреннĕ хыççăн вилнисен шучĕ 20 пин ытла çынпа танлашнă. Унсăр пуçне сакăр вунă пин ытла аманса суранланнă. Çакăн  çинчен Новости РИА çак çĕршывăн сывлăх сыхлав министрĕн Фахреттин Коджан сăмахĕсене асăнса  пĕлтернĕ.

Турципе Сиринче çĕр чĕтреннине пула вилнисен шучĕ 25 пин ытла çынна çитнĕ
Турципе Сиринче çĕр чĕтреннине пула вилнисен шучĕ 25 пин ытла çынна çитнĕ

Пурĕ инкеке лекнĕ вырăнсенчен Турцин ытти регионĕсене 87 пин ытла çынна эвакуациленĕ.

CNN  телеканал Сиринче 3513 çын вилнине тата 5245-шĕ суранланнине хыпарланă.

Инкеке лекнĕ çынсене Раççей май çитнĕ таран пулăшу парать, çав шутра Пушкăртстан та. Хăрушă çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ хыççăн Турци Республикине пирĕн республикăран волонтерсем килсе çитнĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хушнипе унта 25 хăйсен ирĕкĕпе килĕшнĕ çăлавçăсенчен тăракан отряд тухса кайнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: