Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Инкек
24 Мартӑн 2023, 11:15

Мечетлĕ районĕнче 3 çулхи хĕрача путса вилнĕ

Мечетлĕ район администрацийĕ март уйăхĕн 23-мĕшĕнче виçĕ çулхи ача (2019 çулта çуралнă) путса вилнĕ пирки коментари панă.

Мечетлĕ районĕнче 3 çулхи хĕрача путса вилнĕ
Мечетлĕ районĕнче 3 çулхи хĕрача путса вилнĕ

Малтанхи информации тăрăх, хĕрача нумай ачаллă, ăнăçлă çемьере çитĕннĕ. Çемьене профилактика паракан органсенче шута илменни паллă.

Вырăнти влаç ĕçченĕсем инкек юр-пăр ирĕлнĕ хыççăн шывпа тулнă çырмара пулса иртнине çирĕплетнĕ. «Мечетлĕ районĕнчи Азнагулово ялĕнче инкек пулса иртнĕ. Пăр-юр ирĕлнипе шывпа тулнă çырмара виçĕ çулхи хĕрача путса вилнĕ», - пĕлтернĕ администрацин пресс-служби социаллă сетьре.

 Çав инкеклĕ кун шăпăрлан аппăшĕсемпе тата пиччĕшĕсемпе пĕрле хăйсен çурчĕ çывăхĕнче шывпа тулнă çырмапа юнашар вылянă. Шыв юр ирĕлнине пула пухăннă пулнă. Тахăш самантра пĕчĕк хĕрача хăй вылякан теттине çырмари пăр çине ÿкернĕ, вăл ăна илме шутланă, анчах та шăннă пăр çÿхе пулнипе шыв айне анса кайнă. Шел, пĕчĕкскере çăлса хăварайман. Хĕрачан ÿтне шывран ашшĕ туртса кăларнă.

Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна Раççейри Следстви управленийĕн следстви комитечĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн Дуванри районсем хушшинчи следстви пайĕн следователĕсем килсе çитнĕ. Пулса иртнĕ синкерлĕ ĕçĕн мĕнпур сăлтавне уçăмлатаççĕ.

ПР прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, пĕчĕк ача аслисемпе урамра уçăлса çуренĕ, ашшĕ-амăшĕ килте пулнă. Амăшĕ хальхи вăхăтра - декретлă отпускра. Хĕрача кăçал октябрь уйăхĕнче 4 çул тултармалла пулнă.

«Хисеплĕ çитĕннисем, ачасене тимлĕхсĕр ан хăварăр, вĕсене выляма е уçăлма пĕччен кăларса ан ярăр. Шыв нумай хăрушлăх кăларса тăратать. Ачасене шыв çывăхĕнчи вăйă-кулă инкек патне илсе çитерме пултарни çинчен каласа парăр. Ачан кирек хăçан та пушар тата çăлав службин телефон номерĕсене (101, 112) пĕлмелле»,- чĕнсе каланă вырăнти влаçсем.

Юрий СНЕГОПАД.

Мечетлĕ районĕнче 3 çулхи хĕрача путса вилнĕ
Мечетлĕ районĕнче 3 çулхи хĕрача путса вилнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: