Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Инкек
6 Апрелӗн 2023, 18:00

Шкулти тăхтав вăхăтĕнче 14 çулхи арçын ача вилнĕ

Апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче васкавлă пулăшу службин ĕçченĕсем патне Октябрьский хулинчи пĕр шкулта ача вилни çинчен хыпар çитнĕ. Малтанхи хыпар тăрăх, уроксем хушшинчи тăхтав вăхăтĕнче 14 çулхи арçын ача хăйне йывăр туя пуçланă.

Шкулти тăхтав вăхăтĕнче 14 çулхи арçын ача вилнĕ
Шкулти тăхтав вăхăтĕнче 14 çулхи арçын ача вилнĕ

«Васкавлă пулăшу чĕнтертĕмĕр, анчах та сасартăках шкул ачин чĕри тапма чарăнчĕ», - тесе пĕлтернĕ вырăнта пулнă çын.

Вĕрентÿ учрежденинче пулса иртнĕ инкек пирки комментарии пама хирĕç пулнă, приемнăйĕнчи ĕçчен «директор пушă мар « тесе пĕлтернĕ.

Арçын ачана асламăшĕ пăхса çитĕнтернĕ, унăн ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, амăшне ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Ватă çын мăнукне тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă, çемье учетра тăман.

«14.02 сехетре шкула ача тăнне çухатнипе васкавлă пулăшу бригади килсе çитнĕ. Шурă халатлă специалистсем реанимаци мероприятийĕсем ирттернĕ пулсан та вĕсем ача вилнине çирĕплетнĕ», - пĕлтернĕ ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче.

Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна следовательсемпе полици ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Вĕсем пулса иртнин сăлтавĕсене уçăмлатаççĕ. Судмедэксперт кăтартăвĕсем тăрăх çул çитмен арçын ача мĕн сăлтава пула вилни паллă пулĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: