+3 °С
Уҫҫӑнах
«1988 çулта çуралнă хĕрарăм Туймазă хулинче каçма юраман вырăнта чугун çул урлă каçнă, çав вăхăтра çăк турттаракан поезд айне лекнĕ. Машинист поезда чарса ĕлкĕреймен, халĕ ăна ыйтса пĕлнĕ май лару-тăрăва уçăмлатаççĕ. Хĕрарăм вилнĕ. Тĕрĕслев ĕçĕсем ирттереççĕ», - пĕлтернĕ Раççей ШĔМĕн транспорт çинчи Ĕпхÿри лини управленийĕнче.
Юрий СНЕГОПАД.