Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Инкек
30 Апрелӗн 2023, 16:00

Ĕпхÿре Шуратăлта чутах икĕ çын путса вилмен

Ĕпхÿ хулин пĕрлĕхлĕ диспечер службине Бельск кĕперĕ çывăхĕнче Шуратăлта гидроцикл çаврăнса ÿкнине пула икĕ çын шывра путма тытăнни çинчен хыпар çитнĕ. Çак пăтăрмаха иртсе çÿрекенсем асăрханă, вĕсемех çăлав службине шăнкăравланă.

Ĕпхÿре Шуратăлта чутах икĕ çын путса вилмен
Ĕпхÿре Шуратăлта чутах икĕ çын путса вилмен

Инкек пулса иртнĕ вырăна çывăхри шыв çинчи çăлав станцинчен хулари  Гражданла хÿтĕлев управленин катерĕ çула тухнă. Вырăна çитсен çăлавçăсем гидроцикл пассажирне (вăл хĕр пулнă) шывран туртса кăларса борт çине илнĕ. Унсăр пуçне гидроцикла çыран хĕррине илсе çитерме пулăшнă. Руль умĕнче ларса пыракан 29 çулхи каччă хăйех çыран хĕррине ишсе тухнă.

Пăтăрмах вăхăтĕнче никам та сиенленмен тесе пĕлтернĕ çăлавçăсем.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: