Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Инкек
28 Майӑн 2023, 10:15

Пĕри путса вилнĕ, теприне çăлса хăварнă

Çу кунĕсем пуçланман пулсан та шăрăх кунсен витĕмĕпе шыва кĕресси вай илсе пырать. Анчах та хăрушлăх та юнашарах çÿрет, çавăнпа та асăрхануллă пулма хистет.

Пĕри путса вилнĕ, теприне çăлса хăварнă
Пĕри путса вилнĕ, теприне çăлса хăварнă

Шăмат кун, май уйăхĕн 27-мĕшĕнче 20.40 сехетре Раççей Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри тĕп управленине Благовещенск районĕнчи Саннинское ялĕнчи пĕверен вырăнта пурăнакансем вилнĕ ача ÿтне кăларни çинчен пĕлтернĕ. 2016 çулта çуралнă ачан ÿтне йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен аллине панă.

Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, ача шыва кĕнĕ чухне путнă. Çак вырăнтах 2015 çулта çуралнă хĕрачана çăлса хăварнă. Шыва кĕмелли вырăна ятарласа хатĕрлемен пулнă.

Сăмах май, май уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енри Канаш районĕнче 8 тата 9 çулхи виçĕ ача шыв тыткăнне лексе пурнăçĕсем татăлнă. Ермеккей районĕнчи Пионерский ялĕнче те пулă тытма кайнă 15 çулхи çамрăк шыва ÿксе путса вилнĕ.

«Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, ачăрсене пĕччен шыва кĕме яма юраманни çинчен тепĕр хут аса илтеретпĕр. Шыври хăрушлăх пирки вĕсене ăнлантарса парăр», - чĕнсе каланă  Пушкăртстанра пурăнакансене васкавлă пулăшу ĕçченĕсем.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: