Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Инкек
19 Июнӗн 2023, 09:41

Нумай ачаллă çемьен çурчĕ çунса кайнă

Кушнаренково районĕнчи Ахметово ялĕнче нумай ачаллă çемьен çурчĕ çунса кайнă. Вут-çулăм 5х7 метрлă пĕрене çурта юрăхсăра кăларнă. Асăннă çуртра 5 ачаллă çемье пурăннă.

Нумай ачаллă çемьен çурчĕ çунса кайнă
Нумай ачаллă çемьен çурчĕ çунса кайнă

Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру министерстви пĕлтернĕ тăрăх, асăннă кун ачасен амăшĕ чи кĕçĕн ачипе ача çуратмалли çуртра пулнă. Ашшĕ пĕр ачипе вĕсен патне пульницăна кайнă. Килте тата 3 ача тăрса юлнă. Вĕсем кил картишĕнче çÿренĕ. Пĕр ачи çăмарта ăшалама шутланă. Плитана хускатнă, çу янă та картишне выльăх пăхма тухнă. Каялла таврăннă çĕре пÿрте çулăм хыпса илнĕ.

Ачасем пурте сывă,  вĕсем хăрушлăхсăр вырăна тухса ĕлкĕрнĕ. Вут-çулăма Раççей Инкеклĕ лару-тăру министерствин вăйĕпе тата Ахметовский ял Канашĕн ирĕклĕ пушар ушкăнĕпе сÿнтернĕ.  

Çемье вăхăтлăха тăванĕсем патĕнче пурăнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: