Ĕпхÿ- Инзер- Белорецк автоçулăн 109-мĕш çухрăмĕнче «Volvo» çăк туртаракан фура кювета анса кайнă. Ун хыççăн автомобиль çаврăнса ÿкнĕ те çунма пуçланă. Руль умĕнче 20 çулхи çамрăк водитель пулнă, унăн чĕри васкавлă пулăшу килсе çитичченех тапма чарăннă. Телее унпа юнашар ларса пыракан 28 çулхи пассажир сывă юлнă, ăна шурă халатлă тухтăрсем тĕрлĕ сурансемпе больницăна ăсатнă.
Тепĕр инкек Çтерлĕ хулинче пулса иртнĕ. Кочетов урамĕнче «Лада Калинăпа» пыракан 71 çулхи водитель çул урлă каçакан икĕ çын çине пырса кĕнĕ. Çуран пыракансем çул урлă палăртнă вырăнта çул-йĕр правилине пăхăнса каçнă пулнă. Инкеке пула 84 çулхи кинемей вырăнтах вилнĕ, унăн мăшăрне, суранланнăскерне, больницăна илсе çитернĕ.
Çавăн пекех Туймазă районĕнчи авари те вилĕмпе вĕçленнĕ. Гафурово ялĕ çывăхĕнче «ВАЗ-2112» автомобильпе «Toyota RAV-4» çапăннă. Хальхинче хамăр çĕршывра туса кăларна автомобиль çинчи 65 çулхи пассажир (водителĕн амăшĕ) вилмеллех аманнă, васкавлă пулăшу машини килсе çитиччен сывлама пăрахнă. Водителе госпитализациленĕ.
Юрий СНЕГОПАД.