Çул-йĕр инкекĕнче «Лада» водителĕ вилнĕ тата унăн виçĕ пассажирĕ те куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă. «Газель» водительне медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулнă. Малтанхи хыпар тăрăх, çăмăл автомобиль хуçи руль умĕнче çывăрса кайнă.
«Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăнта следствипе оперативлă ушкăн ĕçлет. Вырăна ПР Шалти ĕçсен министерствин (ШĔМ) Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцин ертÿçисем, ШĔМĕн следстви управленийĕн çул çинчи инкексене тĕпчекен пайăн ĕçченĕсем, ШĔМĕн экспертпа криминалистика центрĕн эксперт-автотехникĕ килсе çитнĕ. Вĕсем авари мĕне пула сиксе тухнине уçăмлатаççĕ», - тесе çырнă хăйĕн телеграм-каналĕнче Владимир Севастьянов.
Юрий СНЕГОПАД.