+3 °С
Уҫҫӑнах
Васкавлă службăсем пĕлтернĕ тăрăх, 24 çулхи хĕрарăм хăйĕн çулталăкри ывăлне ваннăра çăвăнтарнă. Тахăш самантра амăшĕ телефон шăнкăравланипе пепкине тимлĕхсĕр хăварнă.
Хĕрарăм ванна пÿлĕмне кĕрсен ывăлĕ путнине курнă. Вăл васкавлă пулăшу чĕнтернĕ, анчах лешсем арçын ача вилнине çирĕплетнĕ.
Хальхи вăхăтра право йĕркине сыхлакансем пулса иртнин лару-тăрăвĕпе сăлтавĕсене тĕпчеççĕ.