+3 °С
Уҫҫӑнах
Район администраци пуçлахĕ Руслан Гилязетдинов пĕлтернĕ тăрăх, телее никам та вилмен, суранланман. Урамра питĕ сивĕ, çавна пула ачасем килĕсенче юлнă. Хальхи вăхăтра вырăнта оперативлă служба ĕçченĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсемех пăтăрмахăн сăлтавне уçăмлатĕç.
Ача сачĕн тата амбулаторин ĕçне вăхăтлăха чарса лартнă. Вырăнти халăх пĕрремĕш медицина пулăшăвне кÿршĕллĕ Мансурово ялĕнче илет.
Аса илтеретпĕр, иртнĕ эрнере Аскин районĕнчи Султанбеково ялĕнчи шкул котельнăйĕнче взрыв пулнă. Ун чухне 51 çулхи рабочи пурнăçĕ татăлнă.
Юрий СНЕГОПАД.