«Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, суранланнă çынсем хăйсене тăн-тăн (стабильлĕ) туяççĕ. Вĕсене кирлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ», - пĕлтернĕ ведомствăра.
Аса илтеретпĕр, ĕнер Караидель районĕнчи çул çинче çынсем вилнипе çыхăннă авари пулса иртнĕ. Пĕр-пĕринпе тăватă автомобиль - «Лада Ларгус», «Лада Гранта», «Тойота Камри», «Тойота Королла» - çапăннă. Ларгусри икĕ çын инкек пулнă вырăнтах вилнĕ. Пăтăрмаха лекнисен хушшинче сывлăх сыхлав министрĕ те пулнă, вăл шăпах çав вăхăтра ĕçлĕ командировкăран хăйĕн водителĕпе Ĕпхĕве таврăннă пулнă. Унăн йĕтес шăмми (ключица) хуçăлнă тата пуç купташки суранланнă. Аманса суранланнисене çав кунах санитари авиацийĕпе Ĕпхĕве ăсатнă.
Юрий СНЕГОПАД.