Руль умĕнчи водитель шывра путса вилнĕ. Унăн ÿтне водалазсем кабинăран кăларнă. Автомобиль пĕтĕмпех шыв айне анса кайна пулнă.
Инкеклĕ лару-тăру комитечĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, юханшыв урлă иртекен çул тăрăшшĕ 520 метрпа танлашнă. Хальхи вăхăтра пăр хулăнăшĕ - 30 сантиметр. Вăл 3 тоннăллă çăка чăтма пултарать. Пăртан тунă каçма çинче 50 метрлă икĕ тăрăх (полоса) пулнă.
Пăтăрмах мĕне пула пулса иртнине те уçăмлатнă. Тĕп сăлтавĕ переправа çинче каçнă чухне водитель маларах палăртнă правилăсене пăхăнманни. Пăр 3 тоннăллă çăка çеç чăтма пултарă, çав вăхăтрах шыва путнă автомобиль çăк тиемесĕр хăй 10 тонна тайнă.
Юрий СНЕГОПАД.