Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Инкек
28 Кӑрлач , 16:50

Ĕпхÿре çĕрле икĕ автомобиль çунса кайнă

Паян, январь уйăхĕн 28-мĕшĕнче, çĕрле ир еннелле васкавлă пулăшу паракан службăна Ĕпхÿ хулинчи Заводская урамра автомобиль çунни çинчен пĕлтернĕ. Вырăна килсе çитнĕ Раççей Инкеклĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем вут-çулăма сÿнтернĕ.

Ĕпхÿре çĕрле икĕ автомобиль çунса кайнă
Ĕпхÿре çĕрле икĕ автомобиль çунса кайнă

«Пушара пула икĕ автомобиль - Toyota Voxy и Renault Master – юрăхсăра тухнă. Унсăр пуçне çулăм икĕ хутлă çуртăн пĕрремĕш хутĕнчи административлă офисăн чÿрече рамисене те сиен кÿнĕ», - пĕлтернĕ пушар службин пресс-службинче.

Хальхи вăхăтра РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин республикăри управленин дознователĕ пулса иртнине уçăмлатать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: