Пушар Лесная урамра тухнă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем килсе çитиччен вут-çулăма 63 çулхи хĕрарăмпа арçын сÿнтерме хăтланнă. Шел пулин те, вĕсен ÿчĕсене вут-çулăм суранлатнă. Инкек курнăскерсене больницăна илсе çитернĕ.
Инкек сиксе тухнă вырăна РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленийĕн пушарçисем, Роснефть ĕçченĕсем тата çывăхри виçĕ ял Канашĕнчен хăйсен ирĕкĕпе пушарпа кĕрешекенсем килсе çитнĕ. «Хĕрлĕ автана» сÿнтерме 15 çын тата çичĕ техника хутшăннă. Вĕсем вут-çулăмран икĕ пропан тата пĕр кислород баллонĕ илсе тухнă.
Пушара 1,5 сехет хушшинче сÿнтернĕ. Вут-çулăма пула пурăнмалли виçĕ çурт кĕле çаврăннă. Çавăн пекех «хĕрлĕ автан» гаражпа мунчана, хуралтăсене ярса илнĕ. Вĕсенчен пĕринче икĕ мотоблок тата виçĕ мотоцикл юрăхсăра тухнă.