Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Инкек
17 Майӑн , 13:00

Чăх- чĕп фабрикинче виçĕ ĕçчен кислотапа суранланнă

«Турбаслинские бройлеры» предприятинче ĕçлекен виçĕ çын кислотапа пĕçерĕннĕ. Патшалăх ĕç инспекцийĕ çак пăтăрмахла ĕçе тĕрĕслеме пуçланă.

Чăх- чĕп фабрикинче виçĕ ĕçчен кислотапа суранланнă
Чăх- чĕп фабрикинче виçĕ ĕçчен кислотапа суранланнă

Ведомство çирĕплетнĕ тăрăх, инкек май уйăхĕн 14-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Вырăнта ĕçлекен бригада насус оборудованине, икĕ пичкерен уксус кислотине системăна уçлакан  пайĕн кăлтăкне, юсанă. Пăрса хунă шланга вырăнĕнчен вĕçертсен кислота виçĕ ĕçчен - 23 çулхи бригадир, вăтăр çиччĕри çăвакан (мойщик) тата 65 çулхи слесарь - çине сирпĕнме пуçланă. Пурте вĕсем хăйсене тĕрлĕ степень шайĕнче пĕçертнĕ. Çавна пула суранланнăскерсене Ĕпхÿ хулинчи 18№ клиника больницине илсе кайнă.

«Тĕрĕслев вăхăтĕнче пулса иртнине уçăмлатĕç», - тенĕ патшалăх ĕç инспекцинче.

Сăмах май, нумаях пулмасть Ĕпхÿре стройкăра пĕр штукатур синкерлĕ вилĕмпе вилнĕ пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: