Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Инкек
24 Майӑн , 15:20

Çуннă çуртра арçын ÿтне тупнă

Ĕнер, каçхине, Чишма районĕнчи васкавлă службăсене Кляшево ялĕнче пурăнмалли икĕ çурт çунни пирки хыпар пĕлтернĕ.

Çуннă çуртра арçын ÿтне тупнă
Çуннă çуртра арçын ÿтне тупнă

Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстан Республикинчи управленийĕн пушарçисем оперативлă килсе çитнĕ.

 - Пушара сÿнтернĕ вăхăтра 1954 çулхи арçын ÿтне тупнă. Инкекĕн лару-тăрăвне уçăмлатас, малашне çакăн йышши пăтăрмахсем сиксе ан тухччăр тесе патшалăх комитечĕн инструкторĕсем вырăна çитсе килнĕ. Пушар тухнин сăлтавне тĕпчеççĕ, - ăнлантарса панă ведомство пресс-службинче.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: