Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Инкек
21 Июлӗн , 13:30

Пушкăртстанра иртнĕ талăкра виçĕ çын путса вилнĕ

Иртнĕ талăкра республикăра виçĕ çын шыв тыткăнĕнчен хăтăлайман, çавна пула пурнăçпа сывпуллашнă.

Пушкăртстанра иртнĕ талăкра виçĕ çын путса вилнĕ
Пушкăртстанра иртнĕ талăкра виçĕ çын путса вилнĕ

Архангельск районĕнче Абзаново ялĕнче Инзер юхан шывра 1964 çулта çуралнă арçын шыва путнă. Унăн ÿтне çак хăрушă пулăма куракансем туртса кăларнă.

Агидель хулинче юхан шыв каналĕнче 1969 çулхи арçыннăн пурнăçĕ татăлнă. Хальхи вăхăтра унăн ÿтне РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕн водолазĕсем шыраççĕ.

Дюртюли районĕнчи Такарликово ялĕнчи кÿлĕре 1966 çулта çуралнă арçын шывран тухайман. Кунта та çăлавçăсем водолаз ĕçĕсем ирттереççĕ.

Инкеклĕ лару-тăру комитетĕнче шыва кĕме юраман вырăнсенче асăрхануллă пулма ыйтаççĕ, алкоголь напитокĕ ĕçнĕ хыççăн шыв çывăхне пыма юраманнине асăрхаттараççĕ. Çавăн пекех пĕве-кÿлĕ, юхан шыв çывăхĕсенче ачасене тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма манас пулмасть, вĕсем яланах куç умĕнче пулмалла. Унсăрăн инкек юнашарах çÿреме пултарать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: