Пур хыпар та
Инкек
21 Декабрӗн 2024, 15:15

Хусан хули çине пилотсăр вĕçев аппарачĕсем тапăннă

Хусанти «Лазурные небеса» пурăнмалли комплекса Украина дронĕ атакăланă. Çавна пула пушар тухнă тесе пĕлтерет «Моя Уфа» телеграм-канал.

Хусан хули çине пилотсăр вĕçев аппарачĕсем тапăннă
Хусан хули çине пилотсăр вĕçев аппарачĕсем тапăннă

«Кадрсем çинче нумай хутлă çуртăн чÿречисем ваннине тата çурт çунма пуçланине курма пулать. Таврара нимĕнле çар объекчĕ те çукки çăмăллăнах курăнать. Суранланнисемпе вилнисем пирки хыпар çук. Вырăнта оперативлă службăсем ĕçлеççĕ. Çурт çывăхĕнчи территорине çавăрса илнĕ, полици юнашарти çулсене хупнă», - тесе пĕлтернĕ хыпар текстĕнче.

Хăрушă пулăма куракансем çирĕплетнĕ тăрăх, çак çуртах тепĕр дрон атакăланă. Çав вăхăтра унтан çынсене эвакуациленĕ пулнă.

Каярах Хусанти тепĕр çурта дрон атакăлани çинчен хыпарланă. Хальхинче «Манхэттен» пурăнмалли комплесра синкер пулăм пулса иртнĕ. Малтанхи информации тăрăх, БПЛА (пилотсăр вĕçекен аппарат) çуртăн çулти пайне сиен кÿнĕ.

Хусан хулин мэрийĕ пĕлтернĕ тăрăх, паян ирхине пилотсăр вĕçев аппарачĕсем атакăланине пула Совет, Киров, Атăлçум районĕсенчи çуртсенче пушар тухнă.

«Вут-çулăм алхаснă вырăнта службăсем ĕçлеççĕ, инкеке лекнисене пулăшу параççĕ. Хула мэрĕ Ильсур Метшин эвакуацине лекнĕ çынсене вырнаçтарма, ăшă япаласемпе тата апат-çимĕçпе тивĕçтерме хушу панă», - тенĕ муниципалитетăн телеграм-каналĕнче.

Мĕнпур коммуналлă служба ĕçченĕсем ĕçе пуçăнма хатĕр. Инкек пулса иртнĕ вырăна Тутарстан премьер-министрĕ Алексей Песошин тата Хусан хулин ĕçтăвком ертÿçи Рустем Гафаров килсе çитнĕ.

Çав вăхатрах, Раççей Оборона министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 7 сехет те 50 минутра (Мускав вăхăчĕпе) сывлăшран тапăннинчен хÿтĕлекен çарсен дежурный расчечĕ Тутарстан территорийĕнче пилотсăр вĕçекен аппарата çапса антарнă.

Тутарстан Раисĕ Рустам Минниханов йышăнăвĕпе, хăрушсăрлăх нормине пăхăнса, малашнехи икĕ кунта (шăмат кунпа вырсарни кун) республикăра мĕнпур пысăк йышпа иртекен мероприятисене ирттерме чарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас