Инкек
5 Мая 2025, 06:00

Тухтăрсем упа тапăннă çын пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ

Белорецк районĕнчи тĕп клиника больницинче 70 çулхи арçынна вилĕмрен çăлса хăварассишĕн тăрăшни çинчен  Пушкăртстанри сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин хăйĕн телеграмм-каналĕнче пĕлтернĕ. 

Тухтăрсем упа тапăннă çын пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕТухтăрсем упа тапăннă çын пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ
Тухтăрсем упа тапăннă çын пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ

Инкеке лекнĕ  çын  больницăна çитернĕ чух хăйне питĕ начар туйнă. Унăн шăм-шакĕнче хуçăлнă вырăнсем, туртса çурнă сурансем чылай пулнă.

Инкек Абзелил районĕнчи Шарипово ялĕнче Республикăри сунарçăсемпе пулăçăсен ассоциацийĕ çумне çирĕплетнĕ сунара çÿремелли вырăнта пулса иртнĕ. Асăннă ял Белорецк район чиккинче, сăртлă- вăрманлă вырăнта вырнаçнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас