-9 °С
Юр
Июнь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Инзер юхан шывра 32 çулхи хĕрарăм путса вилнĕ. Ăна Гайфуллинское тата Устье-Бассы ялсем хушшинче, Архангельск районĕнчи Казанка ялĕ енчи кĕпере хирĕç юхакан шывра тупнă. Вырăнта шыва кĕме юраманнине пĕлтерекен паллă та пулнă.
Июнь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Бекетово ялĕнчен пĕр çухрăмра вырнаçнă пĕвере арçын путса вилнĕ. Çăлавçăсем шывран 48 çулхи арçын ÿтне туртса кăларнă. Инкек вырăнĕнче çавăн пекех шыва кĕме юраманнине асăрхаттаракан паллă пулнă.