-9 °С
Юр
Çапла, Совет урамĕнчи мечет маччине тата алăк таврашне вут хыпса илнĕ. Унта васкаса пушар сÿнтерекенсем пырса çитнĕ. Вĕсем вут хыпса илнĕ пилĕк тăваткал метр лаптăка сÿнтернĕ. Çулăмпа 18 çын кĕрешнĕ.
Телее, çав вăхăтра мечетре çынсем пулман. Пушар сăлтавне Инкеклĕ лару-тăру министерствин эксперчĕ çирĕплетет.