Пур хыпар та
Инкек
27 Августӑн 2025, 10:00

Питбайкпа пынă 12 çулхи ача çапăнса вилнĕ

Август уйăхĕн 26-мĕшĕнче Ĕпху хулинчи çул-йĕр инкекĕнче 12 çулхи арçын ачан пурнăçĕ татăлнă.

Питбайкпа пынă 12 çулхи ача çапăнса вилнĕ
Питбайкпа пынă 12 çулхи ача çапăнса вилнĕ

Инкек кăнтăрлахи тăватă сехет тĕлнелле пулса иртнĕ.  Вун икĕ çулхи вĕренекен «Кайо» питбайкпа Башкавдивизи урамĕпе Ĕç Геройĕ бульварпа хĕресленекен вырăнта «Инфинити» автомобиле çапăннă. Иномарка рулĕ умĕнче 29 çулхи Ĕпхÿ хĕрарăмĕ ларнă.

Вилĕмле суранланнă ача вырăнтах вилсе кайнă. Пулса иртнĕ лару-тăрăва полицейскисем çирĕплетеççĕ, прокуратура тĕрĕслев пуçланă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас