Пур хыпар та
Инкек
10 Сентябрӗн 2025, 10:00

Юханшывран вилнĕ водителĕн ÿтне кăларнă

Автомобиль пысăк хăвăртлăхпа пынă май кĕпер тунă чухне вырнаçтарнă опалубка (лутра хÿме) урлă каçса шыва ÿкнĕ. Çак пăтăрмах Бурай районĕнчи Быстрый Танып юханшыв çинче сентябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче пулса иртнĕ.

Юханшывран вилнĕ водителĕн ÿтне кăларнă
Юханшывран вилнĕ водителĕн ÿтне кăларнă

Инкек пулса иртнĕ хыççăн виççĕмĕш кунне çеç ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн çăлавçисем шывра ВАЗ-2112 автомобиле шыраса тупнă. Шырав ĕçĕсене йĕркелеме юханшыв вăйлă юхăмпа юхни тата шыв айĕнче вăл е ку япала начар курăнни чăрмантарнă.

Çăлавçăсем шыв айĕнчи камерăпа çеç, 2,5 метр тарăнăшĕнче, автомобиле шыраса тупнă. Хурçă ута юханшывран кăларнă хыççăн салонра водителĕн вилнĕ ÿтне тупнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Юханшывран вилнĕ водителĕн ÿтне кăларнă
Юханшывран вилнĕ водителĕн ÿтне кăларнă
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас