-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Инкек Нимислярово ялĕнчи Альмухаметов урамĕнче пулса иртнĕ. Вырăна Инкеклĕ лару-тăру министерствин пушар сÿнтерекенĕсем килсе çитнĕ, вĕсем 42 тăваткал метр çинче алхасакан çулăма сÿнтернĕ.
Çунса кайнă çурт ултă ачаллă çемьен пурлăхĕ шутланнă. Телее, çынсем пурте сывă. Çуртра пушар çинчен систерекен хатĕр те пулнă, анчах та унăн батарейки пулман. Пушар сăлтавне экспертсем çирĕплетĕç.