Хальхи вăхăтра Бирск районĕнче Узеть кулĕре пысăк йышпа путса вилнĕ чĕр чунсене шывран кăларас ĕç пырать. Инкелĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри патшалăх комитечĕ вырăнта Ĕпхÿри шыравпа çăлав отрячĕн водолазĕсем ĕçленине пĕлтернĕ.
Çăлав ĕçĕсем пуçланнăранпа пурĕ 356 пуç чĕр чун кăларнă. Палăртнине кĕске вăхăтра пурнăçа кĕртме сывлăш минтерĕн (воздушная подушка) никĕсĕ çинче тунă караппа усă кураççĕ. Паян кун çути килсен çăлав ĕçĕсем маллалла тăсăлĕç.
Аса илтеретпĕр, декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Бирск районĕнчи Луч хутор çывăхĕнчи Узеть кÿлĕре сурăх кĕтĕвĕ кÿлĕ урлă пăрпа каçнă чухне шыв айне анса кайнă. Ахăртнех, пăр кирлĕ пек çирĕпленсе çитмен. Выльăхсем пурте пĕр хуçан пулнă. Çынсенчен никам та инкек курман.
Юрий СНЕГОПАД.