-9 °С
Юр
Пушкăртстанри патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, паян ирхине, февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Чишма- Кăркăс-Мияки автоçулăн 62-мĕш çухрăмĕнче «ВАЗ-2110» автомобильпе «Форт Транзит» автобус çапăннă. Çавна пула çăмăл автомобилĕн водителĕпе пассажирĕ вырăнтах вилнĕ. Автобусра пассажирсем пулманни паллă. Унăн водителĕ хĕн курман.
Çул-йĕр пăтăрмахĕн сăлтавĕсене тĕпчес ĕçе йĕркелеме вырăна ПР Патшалăх автоинспекци пуçлăхĕн çумĕ Олег Дмитриев полковник килсе çитнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.