-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Ĕпхÿ хулинчи Ленин районĕнчи нумай хваттерлĕ çуртăн картишĕнче ĕнер, февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнче, каçхине хĕр ача ют çĕршывра туса кăларнă хурçă ут айне лекнĕ. 50 çулхи водитель «Фольсваген Полопа» пынă чухне хĕрача çул çине сиксе тухнине асăрхайман, çавна пула автомобиле вăхăтра чарса ĕлкĕреймен. Ун хыççăн вăл çынна пырса тăрăннă. Телее, çамрăкăн суранĕсем йывăр пулман.
«Пăтăрмах пулса иртнĕ хыççăн çуран çÿрекене сурансене пула больницăна илсе кайнă, унта пулăшу панă. Каярах вара килне ăсатса янă», - тесе пĕлтернĕ Ĕпхÿ хула Патшалăх автоинспекцин пресс-службинче.
Юрий СНЕГОПАД.