Пур хыпар та
Инкек
17 Нарӑсӑн , 17:30

Хĕрарăм çине юр персе аннă та …

Калтасă районĕнче уйрăм ларакан çурт тăрринчен кăнтăр кунĕнче юр ÿкнĕ. Çавна пула 71 çулхи хĕрарăмăн пурнăçĕ татăлнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин.

Хĕрарăм çине юр персе аннă та …
Хĕрарăм çине юр персе аннă та …

Юр чăмакки ватă çын çине вăл хăйĕн картишĕнче юр тасатнă чухне татăлса аннă.

«Çанталăк улшăнса тăни çуркунне çитичченех хăрушлăхсем кăларса тăратма пултарнине асăрхаттарать. Юлашки икĕ кун хушшинче республикăра  темиçе инкек пулса иртнĕ, пĕри вилĕмпе вĕçленнĕ», - тесе çырнă министр.

Маларах Калтасă районĕнчех юр пÿрт тăррине ишсе антарнине пĕлтернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Хĕрарăм çине юр персе аннă та …
Хĕрарăм çине юр персе аннă та …
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас