+18 °С
Облачно


Хулан гражданла хÿтĕлев управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, васкавлă пулăшу службисене ача çуллĕшĕнчен ÿкнĕ текен хыпар çитнĕ.
Хĕр ача ултă хутлă çуртăн тăваттăмĕш хутĕнчи хваттерте чÿрече янахĕ çинче вылянă. Çав вăхăтра вăл москитлă сетка çине тайăннă май чÿречерен тухса ÿкнĕ. Шăпăрлан пĕрремĕш хутри магазин тăррине (козырек) персе аннă. Вырăна килсе çитнĕ çăлавçасем çийĕнчех ачана магазин тăрринчен антарнса васкавлă пулăшу паракан медицина ĕçченĕсен аллине панă. Ăна больницăна хумалла пулса тухнă.
Юрий СНЕГОПАД.