

Ведомствăн пресс-службин кăтартăвĕсем тăрăх, ку ĕç 2025 çулхи ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче каркаслă панель çуртсем валли тĕрлĕ пайсем туса кăларакан участокра пулса иртнĕ. Мастер изделисем юсакан эстакада çине хăпарнă та хатĕр продукцине склада ăсатма шута илес тесе япаласем кăлармалли урапа урлă каçма тытăннă. Çав вăхăтра темле майпа сулăнса кайнă, юнашарти тимĕр картаран тытăнса ура çинче тăма хăтланнă, анчах та май килмен, икĕ метр çÿллĕшĕнчен бетон урайне ÿкнĕ. Суранланна çамрăка Ĕпхÿри 21№ больницăна илсе кайнă.
Тĕрĕслекенсем каярах çакна тупса палăртнă, хатĕр продукцине илсе тухмалли урапа карлăкĕн (перила) çÿллĕшĕ нормăпа палăртнинчен лутрарах пулнă иккен. Пурĕ те пĕр метр çÿллĕш çеç. Инкек сиксе тухнин тĕп сăлтавĕ технологи процесĕ вăхăтĕнче тивĕçтермен сооруженипе усă курни пулса тăнă тесе çирĕплетнĕ Патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Юлия Харина.
Тĕрĕслев материалĕсене следстви органĕсене ярса панă.
Юрий СНЕГОПАД.