+10 °С
Ясно


Тюрюшев тата Кузеев ял Канашĕсен ирĕклĕ пушар командисем Письмянтамак ялĕнчи Интернационаллă урамри 6х8 метр калăпăшлă çунакан çурта сÿнтернĕ. Çавăн пекех вут-çулăм «ВАЗ» тата «Ока» автомобильсене сиенленĕ.
Вутпа кĕрешекенсем верандăра 71 çулхи арçын ÿтне тупнă. Инкек мĕн сăлтавпа пулнине Инкеклĕ лару-тăру министерствин специалисчĕ тĕпчет.