

Тĕрĕслев ĕçне, вырăнти пĕр хĕрарăм йĕрке хуралçисем патне килсе лару-тăрăва уçăмлатнă хыççăн, Гафури район прокуратури туса ирттернĕ. Асăннă ведомство 2025 çулхи сентябрь уйăхĕнче каçхине Архангельск – Красноусольск çулăн 63-мĕш çухрăмĕнче Toyota Land Cruiser водителĕ çуран пыракана çапса хăварнине уçса панă. Шăпах çа кун хĕрарăм çул урлă каçма юраман вырăнта утса иртме хăтланнă. Вăл машина айне пулса вырăнтах вилнĕ. Унăн ачине опекăна панă.
Водитель тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарман: следстви вăхăтĕнче унăн айăпне тупса палăртайман.
Çав вăхăтрах прокуратура хĕр ача амăшĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнишĕн кăмăл-сипет енчен чĕререн куляннине шута илнĕ. Ведомство хĕр ачана хÿтĕлес тата мораль енчен кÿнĕ сиене саплаштарас тесе суда компенсаци тÿлеме ыйтса заявлени çырнă.
Суд прокуратура ыйтнине шута илнĕ, водителе 300 пин тенкĕ тÿлемелле приговор йышăннă. Тĕрĕслев ведомстви пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне çак укçа-тенке хĕр ачана пĕтĕмпех куçарса панă.
Юрий СНЕГОПАД.