Урал сасси
+5 °С
Облачно
Инкек
8 Октября , 14:00

Пÿрне хуçнăшăн 60 пин тенкĕ тÿлемелле тунă

Благовар район прокуратури вырăнти ял хуçалăх предприятийĕнче ĕç сыхлавне (охрана труда) мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пÿрне хуçнăшăн 60 пин тенкĕ тÿлемелле тунăПÿрне хуçнăшăн 60 пин тенкĕ тÿлемелле тунă
Пÿрне хуçнăшăн 60 пин тенкĕ тÿлемелле тунă

2024 çултхи декабрьте пĕр рабочи хăй тĕллĕн кăшман тиекен погрузчика юсама тытăннă. Хуçалăх ĕртÿçисем ăна сăнаса тăман, çав вăхăтра арçын техника хăрушсăрлăх нормисене те пăхăнман пулмалла. Çапла майпа ĕçленĕ вăхăтра вăл сылтăм аллин пĕр пÿрнине хуçнă.

Хĕн курнă çын каярах предприятинче ĕçлеме пăрахнă, анчах та прокуратура ăна хÿтĕлеме пултарнă, компание суда панă. Суд ĕçпе тивĕçтерекене, арçынна сиен кÿнĕшĕн, 60 пин тенкĕ компенсаци тÿлемелле тунă. Паянхи кун тĕлне çак укçана ăна парса татнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов